Паян, нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 8 сехет те 50 минутра Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче инкек пулса иртнӗ. «Тури Чакӑ-Патӑрьел» маршрутпа ҫула тухнӑ автобус ҫине йывӑр тиевлӗ «DAF» машина пырса кӗнӗ. Автомобиль рульне 30 ҫулти водитель тытса пынӑ.
«FiatDucato» автобус салонӗнче 14 ҫын пулнӑ. Инкекре пурӗ 5 ҫын суранланнӑ, ҫав шутра — 2010 ҫулта ҫуралнӑ ача. Вӗсене пурне те больницӑна илсе кайнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче паян кӑнтӑрла тӗлӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек вырӑнӗнче тӗпчевҫӗсем ӗҫлеҫҫӗ.
«Нумай ҫул таса чунпа ӗҫленӗшӗн» (Чӑваш Ен ертӳҫин йышӑнӑвӗнче ҫавӑн пек каланӑ) Шупашкарти юханшыв порчӗн генеральнӑй директорне Ванифатий Шайкина
«Чӑваш Республикин транспортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Ванифатий Васильевич 1962 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Вӑтаелӗнче ҫуралнӑ. Малтанхи пӗлӗвне вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче илнӗ, историк пулма вӗренсе тухнӑ.
1996 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче вӑл Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн заместителӗнче – аппарат ертӳҫинче ӗҫлеме тытӑннӑ. 2003 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӑл Шупашкарти юханшыв портӗнче гендиректорӑн пӗрремӗш ҫумӗнче, 2005 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе гендиректорта тӑрӑшма тытӑннӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче кӑнтӑрлахи 12 сехетре Патӑрьел районӗн ҫыннисем тӳпере ҫар вертолечӗсем вӗҫсе иртнине курнӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, тӳпере 7 вертолет пулнӑ. Кун пирки вӗсем "Про Город" хаҫата пӗлтернӗ.
Ҫав кун кӑнтӑрла вертолетсене Улатӑр районӗнче те курнӑ. Пӗр хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ку районта вӑл 30 вертолет вӗҫнине шутланӑ.
Ҫар вертолечӗсене Пӑрачкав районӗнче те курнӑ.
Пӗлтӗр, 2021 ҫулта, Чӑваш Енре ялти пульницӑсене 74 «земство тухтӑрӗсене» ӗҫе вырнаҫтарнӑ. Вӗсен йышӗнче 49 тухтӑр, 25 медӗҫчен.
Ку енӗпе Шупашкар, Канаш, Патӑрьел районӗсем малти вырӑнта пыраҫҫӗ. «Земство фельдшерӗ» программӑпа килӗшӳллӗн 106 медӗҫчене ӗҫе вырнаҫтарнӑ.
Аса илтерер: ялти пульницӑна ӗҫлеме каякан тухтӑрсене – 1 миллион, фельдшерсене 500 тенкӗ параҫҫӗ. Пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе кӗрсе тухма йывӑр яла ӗҫлеме каякансене 1,5 миллион тенкӗ пама йышӑннӑ. Ку – тухтӑрсем валли. Фельдшерсен вара 750 пин тенкӗ илме май пур.
Каласа хӑварар: «Земство тухтӑрӗ» программа пирӗн республикӑра 2012 ҫултанпа ӗҫлет. Унтанпа 568 тухтӑр яла ӗҫлеме кайнӑ.
Паян ҫӗрле Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче лавкка ҫунса кайнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Ҫур ҫӗр иртни 1 сехет ҫурӑра Турханта хутӑш тавар сутакан лавкка ҫунма тытӑннӑ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсен ҫулӑма пӗр сехетрен сӳнтернӗ.
Ҫулӑм йывӑҫ пӳртӗн хушма ҫуртне, тӑррине тӗп тунӑ. Сӑмах май, Инкеклӗ лару-тӑру министерстви иртнӗ талӑкра Чӑваш Енре виҫӗ пушар пулнӑ.
Раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче 5 ФАП тата тухтӑр амбулаторийӗ уҫӑлнӑ. Кӑҫал республикӑра пӗтӗмпе 54 ФАП хута ямалла.
Патӑрьел районӗнче фельдшерпа акушер пункчӗсем Кӗҫӗн Патӑрьелте, Ишлӗре, Каншелте, Тӗрӗньелте, Тӑрӑнта уҫӑлнӑ. Ҫав кунах Шӑнкӑртамра ҫӗнӗ микрорайонта тухтӑр амбулаторийӗ ҫынсене пӗрремӗш хут кӗтсе илнӗ. Унта 2 пине яхӑн ҫын ҫӳрӗ. Сӑмах май, Шӑнкӑртамра 6 пине яхӑн ҫын пурӑнать.
Амбулаторире пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ, педиатр, гинеколог пулӗҫ, процедура, вакцинаци пӳлӗмӗ ӗҫлӗ.
Паян, раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче «Во имя жизни на планете» (чӑв. Ҫӗр ҫинчи пурнӑҫшӑн) курав уҫӑлӗ. Унта Раҫҫей художникӗсен союзӗн пайташӗн, Владимир Ларев живопись ӑстин ӗҫӗсемпе паллашма май килӗ. Курав 16 сехетре уҫӑлӗ.
Экспозицире ҫар темипе ҫыхӑннӑ 100 ытла ӗҫ пулӗ. Вӗсен шутӗнче — асамлӑ пейзажсем, сюрреализмла сӑнсем, ню стилӗпе ӳкернӗ картинӑсем, философилле ӳкерчӗксем.
Вӑрҫӑ ҫинчен ӳкернӗ ӗҫсене художник хӗрлӗ тӗспе пӗрлештернӗ. Хура йӗрпе арҫын темине палӑртнӑ, шуррипе — хӗрарӑма.
Владимир Ларев 1954 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнч Пӑлапуҫ Пашьел ялӗнче ҫуралнӑ. 1979 ҫулта Шупашкарти художество училищинчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 26 ҫул хушши вӑл алла киҫтӗк тытман. Паян вӑл каллех ӳкерет.
Пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксен «Эткер» центрӗ кӑҫалхи юпа-чӳк уйӑхӗсенче «Юратрᾶм эп, хирсем, сире…» республика шайӗнчи пултарулӑх конкурсне ирттернӗ. Ӑна паллӑ чӑваш ҫыравҫи тата драматургӗ, тӑлмачи, публицисчӗ, чӑваш халӑх поэчӗ Ухсай Яккӑвӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне 400 ытла ача хутшӑннӑ. Тӳресем 20 ҫӗнтерӳҫӗне суйласа илнӗ. Вӗсем — Юлия Андреева (Канаш районӗнчи Сиккассинчи вӑтам шкул), Анна Артемьева (Куславкка районӗнчи Тӗрлемес), Анастасия Бахитова (Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш вӑтам шкул), Мая Беллиева (Канаш районӗнчи Чакаҫ), Елизавета Васильева (Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш вӑтам шкул), Ксения Григорьева (Канашри 9-мӗш вӑтам шкул), Карина Корнилова (Патӑрьел районӗнчи Хирти Пикшик), Кирилл Ларионов (Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑ), Ульяна Макарова (Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Мишеркасси), Ирке Масяева (Патӑрьелӗнчи 1-мӗш вӑтам шкул), Светлана Матвеева (Муркаш районӗнчи Калайкасси), Никита Михайлов (Вӑрмар районӗнчи Чупай), Диана Михопарова (Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Питӗркасси), Арина Парусова (Шупашкарти 30-мӗш вӑтам шкул), Юлия Путякова (Патӑрьелӗнчи 1-мӗш вӑтам шкул), Самира Салихова (Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам), Самира Сулейманова (Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам), Сергей Талдынов (Канашри 10-мӗш вӑтам шкул), Анна Тарасова (Куславккари 3-мӗш вӑтам шкул), Александр Федоров (Шупашкарти 33-мӗш вӑтам шкул).
Агропромышленность комплексӗн ветеранӗсене хресчен-фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи Александр Краснов савӑнтарнӑ. Кун пирки Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче пресс-службӑра тӑрӑшакан Надежда Осипова Фейсбукра пӗлтернӗ.
Фермер ҫӗр ӗҫӗпе аппаланнипе пӗрлех аслӑ шкулта экономика факультетӗнче вӗренет. Вӑл — «Агровыбор» нимеҫӗсен альянсӗн пайташӗ.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫамрӑк фермер тата асӑннӑ альянсӑн ертӳҫи Надежда Сергеева 20 ветерана пӗрер михӗ ҫӗрулми валеҫсе панӑ. Ҫӗрулмине Патӑрьел районӗнче туса илнӗ.
«Александр Краснова пулӑшнӑшӑн питӗ пысӑк тав», – тенӗ, сӑмахран, Аркадий Багаутдинов. «Ҫӗрулми питӗ тутлӑ», — савӑнса тав тунӑ Клара Груздеван хӗрӗ Галина Ширыпкина.
Чӑваш Енри Профессионал писательсен союзӗн членӗсен йышӗ хушӑннӑ. Унта ҫӗнӗ ҫынсене илнӗ.
Союзӑн Фейсбукри страницинче Светлана Гордеева ҫыравҫӑ пӗлтернӗ тӑрӑх, калем ӑстисен йышне Лариса Петровӑна, Нина Царыгинӑна тата Мая Селендеевӑна илнӗ. Ларисӑпа Нина «Хыпар» издательство ҫуртӗнче ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсен хайлавӗсем Чӑваш кӗнеке издательствин кӑларӑмӗсенче те кун ҫути курнӑ. Лариса Петрова сӑввисене вырӑсла тата тутарла куҫарнӑ. Кумык поэчӗсем вырӑсла ҫырнӑ сӑвӑсене вӑл чӑвашла та куҫарса пӑхнӑ.
Мая хайлавсене тӗнче тетелӗнче пичетлет. «Контактра» соцсетьри страница тӑрӑх хакласан, Мая Селендеева 1965 ҫулта ҫуралнӑ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра аслӑ пӗлӳ илнӗ. Вӑл Патӑрьелти 2-мӗш вӑтам шкулта ӗҫленӗ, ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.05.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |